08:50 01 августа 2018 г.
Июлĕн 31-мĕшĕнче Элĕк районне Совет Союзĕн Геройĕн, Самушка ялĕнче çуралса ÿснĕ Мирон Ефимович Ефимовăн хĕрĕ Лилия Мироновна тата унăн мăшăрĕ Борис Олегович килсе çитрĕç. Мускав хăнисене район пуçлăхĕ Владислав Волков тата культура секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ Лилия Никифорова кĕтсе илчĕç.
Чи малтанах вĕсем Элĕкри Культура çурчĕ умĕнче Çарпа сывлăш вăйĕсен Хура тинĕс флочĕн легендарлă летчикне Мирон Ефимова халалласа вырнаçтарнă чул-палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
«Кирек хăçан та Чăваш Республикине килсен кунта çитсе курмасăр чун лăпланмасть. Элĕк районĕ аттен тăван килĕ пулнăранах-тăр чĕре те савăнăçпа тулать, кунта вăй кĕнĕн туйăнать. Питех те чуна çывăх маншăн эсир. Аттене манманни вара, унăн ятне çÿлте тытни чуна савăнтарать. Куншăн пысăк тав сире», - палăртрĕ Лилия Ефимова.
Район пуçлăхĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкул директорĕ Владислав Волков Совет Союзĕн Геройĕн Мирон Ефимовăн ятне районти ытти паллă çынсен ячĕсемпе пĕрле шкул стени çинче çырса хунине асăнчĕ. Çулсеренех Çĕнтерÿ кунĕнче 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче самолетпа 300 хутчен ытла вĕçеве тухнă паттăр ентеш «Вилĕмсĕр полкпа» утса тухнине пĕлтерчĕ. Унăн сăнне шкулта лайăх вĕренекенсем йăтса утнине палăртрĕ.
Ун хыççăн хăнасем Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче пулчĕç, унти экспонатсемпе паллашрĕç. Лилия Мироновнăпа Борис Олегович Совет Союзĕн Геройне Мирон Ефимович Ефимова асăнса йĕркеленĕ кĕтес валли çитес тапхăрта Мускавран çĕнĕ экспонатсем çитерессине пĕлтерчĕç.
АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"