АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш Сурăмĕнчи пушар машини хăрушсăрлăхпа тивĕçтерĕ

16:43 11 сентября 2018 г.

Сентябрĕн 11-мĕшĕ Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн яланлăхах асра юлĕ. Паян кунта районти пушар хуралĕн çĕнĕ пушар деповĕ хута кайрĕ. Ăна пĕлтĕр ку тăрăхра пурăнакансем инициативлă бюджет программăпа усă курса пĕрлехи вăйпа çĕклерĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Ял çыннин укçи-тенкипе пĕрлех асăннă ĕçе район тата республика бюджечĕсенчен те нухрат килнĕ.

Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов, Чăваш Енри Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, Пушара хирĕç кĕрешекен службăн начальникĕ Валерий Игнатьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата Вăрнарпа Элĕк районĕсенчи пушар чаçĕсен начальникĕсем Владимир Афанасьев тата Геннадий Архипов, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин хутшăнчĕç. Çавăн пекех пĕлтерĕшлĕ пулăмран вырăнти шкул ачисем, уйрăмах кадетсемпе çамрăк пушарнăйсен юхăмĕн членĕсем те тăрса юлма пултарайман.

Чи малтанах Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин çакăн пек пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе туса ирттерме пулăшнăшăн район администрацийĕн пуçлăхне, «МСО Аликовская» организаци ертÿçине Сергей Лаврентьева строительство ĕçĕсене пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтра пурнăçланăшăн тав турĕ. Станислав Юрьевичпа Вениамин Иванова ял çыннин ыйтăвне тĕпе хурса пулăшса пынăшăн, паян ятарлă транспортпа тивĕçтернĕшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

- Çĕнĕ пушар деповĕ ĕçе кайни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Сыхлăха ÿстерет, инкекре вăхăтра пулăшу пама май парать. Апла пулин те сайрарах та сайрарах тухтăр вăл çула. Ирĕклĕ пушар дружинисен профилактика енĕпе çеç ытларах ĕçлеме тивтĕр, - терĕ Станислав Юрьевич. Владимир Михайлов тата Вениамин Афанасьев ирĕклĕ пушар дружинин водителĕсене кулленхи ĕçре усă курмалли тум тата хатĕрсем пачĕ. Çавăн пекех пушарта çынна çăлнăшăр Сергей Соловьевпа Дмитрий Николаева Тав хучĕпе чысларĕ.

Вениамин Иванович вара Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхне пушар машинин уççине пачĕ. Виктор Сорокина тата районти пушар чаçĕн начальникне Геннадий Архипова Тав хучĕпе чысларĕ .

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та çĕнĕ пушар деповĕ хута кайни ял çыннин сыхлăхне татах та ÿстернине, унпа пĕрлех вырăнта профилактика ĕçĕ вăйланассине палăртрĕ. Ял çыннисем ячĕпе пухăннисене Петр Ефимов тав турĕ.

Ун хыççăн пурте хĕрлĕ хăю касса çĕнĕ пушар депоне кĕчĕç, унти условисемпе паллашрĕç. Вăрнарти пушар чаçĕн начальникĕ В.Афанасьев пушар хăрушсăрлăхĕпе вĕренÿ ирттерчĕ. Вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ хăйĕн юррисемпе савăнтарчĕ.

АУ "Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика