АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿçĕсен йышĕ ÿснĕ

04 марта 2010 г.

Вĕренекенсен пĕлÿ пахалăхне, вĕрентекенсен ăсталăхне палăртакан олимпиадăсем вĕçленчĕç. 2009-2010-мĕш вĕренÿ çулĕнче районта 20 предметпа хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев иртрĕ. Вĕсене 563 вĕренекен хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсен  йышĕ те сахалах мар. Районти олимпиадăсенче мала тухнисем республика шайĕнчи олимпиадăсенче пĕлÿ тĕрĕслерĕç. Пурĕ 29 шкул ачи хутшăнчĕç. Вĕсенчен тăваттăшĕ малти вырăнсене тухрĕç. Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Оля Петрова нимĕç чĕлхипе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Мăн Вылăри тăххăрмĕш класра вĕренекен Людмила Никифорова чăваш чĕлхепе чи пысăк балл пуçтарчĕ. Элĕкре пĕлÿ илекен Женя Николаев историпе ОБЖ предмечĕсемпе виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика