АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем уйрăлман

06 апреля 2010 г.

Пурнăç йĕрки çапла. Çын ватăлса пырать. Ун вырăнне çĕнĕ пепкесем çут тĕнчене этемлĕхĕн йăхне малалла тăсма килеççĕ. Çапла пĕр ăрăва тепри ылмаштарать. Анчах та юлашки çулсенче ача çураласси сахалланни палăрать. Акă, кăçалхи март уйăхĕнче 35 çын вилнине регистрациленĕ. Çуралакан ачасен йышĕ икĕ хут сахалрах.

Иртнĕ уйăхра районти ЗАГС пайĕ 16 ача çурални çинчен хут çырнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта виçĕ ача ытларах пулнă). Вĕсенчен вуннăшĕ хĕр ачасем пулсан, арçын ачасем – улттăн. Çичĕ çемьере пĕрремĕш “кайăк” вĕçсе килнĕ. Виçĕ çемьене – иккĕмĕш, тăватă çемьере виççĕмĕш пепкесем çуралнă.

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче çемье çавăрма шутланисем те çук мар. Асăннă тапхăрта виçĕ мăшăр пĕрлешнĕ. Мартра уйрăлакансем пулман

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика