АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăка юратмалла тата упрамалла

22 апреля 2010 г.

Хальхи вăхăтра ачасен тавракурăмне ÿстерес тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Нумаях пулмасть Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта экологи агитбригадисен районти конкурсĕ иртрĕ. Ултă команда хăйсен лайăх сценарийĕсене тăратрĕç. Конкурса куçăмсăр майпа ирттерчĕç ăна йĕркелекенсем. Пĕтĕм ĕçе пăхса тухнă хыççăн кашнине тивĕçлĕ хак пачĕç жюри членĕсем.

Пĕрремĕш вырăна хăш шкул агитбригади тивĕçрĕ тетĕр-и? Элĕк шкулĕнче вĕренекенсен команди паллах. Ертÿçи – Ю.А. Алексеев. Иккĕмĕш вырăнта Вутлан шкулĕнче вĕренекенсем (ертÿçи – Т.В. Пантелеймонова), виççĕмĕшĕнче Тавăт шкулĕнче пĕлÿ пухакансем (ертÿçи – Л.М.Ильина) пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика