АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăллатнă кредит – пысăк пулăшу

11 июня 2010 г.

«АПК аталанăвĕ» наци проеткне пурнăçласа, харпăр хăй хушма хăçалăхĕсен хуçисем кредитсем илсех тăраççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра ял çыннисем 15 миллион та 329 пин тенкĕлĕх 114 çăмăллатнă кредит илнĕ. Раççей Перекет банкĕн Элĕкри уйрăмĕ 10917 пин тенкĕлĕх 73 кредитпа тивĕçтернĕ. Раççей ял хуçалăх банкĕн уйрăмĕ урлă 4297 пин тенкĕлĕх 40 кредит илнĕ, «Согласие» урлă 115 пин тенкĕлĕх пĕр кредит илнĕ.

Çăмăллатнă кредитсемпе ытларах Тавăт ял тăрăхĕнче пурăнакансем усă кураççĕ – 22 кредит. Элĕк ял тăрăхĕнче – 14 кредит, Шĕмшеш ял тăрăхĕнче – 13 кредит илнĕ.

Наци проекчĕ ĕçлеме тытăннăранпа районĕпе пурĕ 246 миллион та 1520 пин тенкĕлĕх 1910 кредит илнĕ. Çакă пĕтĕм хушма хуçалăхсен 21,4 проценчĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика