АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуларан яла таврăннă

30 декабря 2010 г.

10 çул ытла ĕнтĕ Клава Хирлеппуç ялне килни. Амăшĕ, фронтра вилнĕ упăшкисĕр юлнăскер, пĕр хĕрпе икĕ ывăла пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă.

Çамрăк вăхăтра хăйсен тĕлĕнчи чуччу çинче ярăннă чухне ÿксе урине амантнă, чылай вăхăт сипленме тивнĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, фермăра выльăхсем пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Çамрăк хĕре ялти каччă Вася Тарасов куç хывнă, çемье çавăрнă. Çамрăксем Тюмень облаçне тухса кайнă. Унта пÿрт те лартнă. Анчах чунĕпе вĕсем тăван енех туртăннă. Пÿрт-çуртне сутса Шупашкара куçса килнĕ.

Клава нумай çул Шупашкарти стоматологи больницинче санитаркăра ĕçлет, унтанах тивĕçлĕ канăва тухать. Унăн мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕрет. Амăшне пулăшма яла килет. Вăхăтсăр икĕ шăллĕ пурнăçран уйрăлаççĕ.

Йывăр пурнăçран хăрамасть Клава. Кÿршĕсемпе хутшăнать.

Ю.ПЕТРОВА,

Хирлеппуç ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика