12 января 2011 г.
Пысăк уявсене ял-йышпа пĕрле пухăнса хаваслă ирттернине мĕн çиттĕр. Çакна тĕпе хурса Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илме тĕв турĕç Шĕмшеш ялĕнчи тĕп урамра пурăнакансем. Кунта пурин валли те вăхăта савăнăçлă ирттерессишĕн тăрăшрĕç. Чи малтанах урам варрине илемлĕ чăрăш вырнаçтарчĕç. Çак ĕçре Николай Андреев çаврăнăçулăхпа палăрчĕ. Елкăна йăлтăркка çутатакан теттесемпе илемлетрĕç. Юнашарах шăпăрлансем валли тăвайкки турĕç. Ун тăррине Евгений Михайлов 2011 çулăн символне вырнаçтарчĕ.
Çĕнĕ çул каçĕнче ял çыннисем урама пухăнчĕç. Чи малтанах лотерея билечĕсен вылявĕ иртрĕ. Хыççăн хаваслă кĕвĕ-юрă, ташăсем пулчĕç. Валерий Чугуновпа Николай Феофанов пухăннисене купăс каласа ташлаттарчĕç. Ольга Андреевăпа Надежда Феофанова тĕрлĕ хаваслă конкурссем йĕркелерĕç. Ватти те, яшши те тăвайккинчен ярăнчĕ. Пурте савăнчĕç, кулчĕç, вылярĕç çак каç.
И.СИДОРОВА.