17 января 2011 г.
Тамара Георгиевна Чашкова – Элĕкри вăтам шкулти пуçламăш классене вĕрентекен. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, чи пысăк категориллĕ вĕрентекен «Вĕрентÿри службăшăн» медале тивĕçнĕ.
Тамара Георгиевна шкулти чи хисеплĕ ĕçченсенчен пĕри, педагогика ĕçĕнче вăй-хала шеллемесĕр тимлет. 1960 çулта Качалав ялĕнче çуралса ÿснĕскер пуçламăш вĕрентÿ енĕпе педагогикăпа методика факультетне пĕтернĕ хыççăн 1982 çулта ĕçлеме тытăннă.
Тамара Георгиевна чăваш наци шкулĕн условийĕсем валли пĕтĕмĕшле сăмахсен меслечĕпе традициллĕ мар вĕрентÿ программине хатĕрленĕ. Вăл вĕрентекенсен виçĕ методика пособийĕн тата чăваш шкулĕнче вĕренекенсен ултă дидактика пособийĕн авторĕ.