АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаранах юрлама кăмăллать

17 января 2011 г.

Ят пĕлтерĕшĕсен словарĕнче Искандер Александр ятăн арабла форми тесе çырнă. Александр вара авалхи грек чĕлхинчен куçарсан çĕнтерÿçĕне тата хÿтĕлекене пĕлтерет. Пирĕн районта Искандер ятлă çынсене пĕр алăри пÿрнесем тăрăх шутласа тухма пулать. Вĕсенчен пĕри Элĕк шкулĕнче вĕренекен Искандер Васильев.

– Манăн атте кĕнекесем вулама питĕ кăмăллать, историпе интересленет. Аппапа иксĕмĕре вăл патшасен ячĕсене панă. Мана Александр Македонский ячĕпе, аппа вара Клеопатра, – çапларах ăнлантарса пачĕ И.Васильев хăйĕн ячĕ пирки.

Ят пĕлтерĕшĕ çыннăн пурнăçĕпе уйрăлми çыхăннă. Çакна Искандер та çирĕплетрĕ. Вăл яланах юлташĕсене пулăшма, кирлĕ чухне хÿтĕлеме тăрăшать. Çĕнтерÿçĕн паллисем те çук мар унра. Искандерпа калаçу йĕркелеме питех те çăмăл пулчĕ. Вăл çынсемпе хутшăнма кăмăллани уйрăмах сисĕнчĕ. Ырă кăмăллă, шÿтлеме ăста – çапларах хак пама пулать Хирлеппуç каччине.

Лайăх енĕсем сахал мар унăн. Пур предметпа та «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем. Каччă вун пĕрмĕш класра вĕреннине кура малашнехи ĕмĕт-тĕллевсемпе паллаштарма ыйтрăм.

– Паянхи куна чи пысăк ĕмĕтсенчен пĕри пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытасси. Хыççăн вара алла пĕр-пĕр специальнăç илесси. Анне медицина енĕпе кайма сĕнет. Мана та чуна çывăх ку професси, – кăмăллăн пуплерĕ Искандер.

И.Васильевăн тепĕр ырă енне те палăртса хăварас килет. Каччă чăваш чĕлхине уйрăмах кăмăллать.

– Тăван чĕлхе пирĕн вăл çав тери çепĕç, чĕкеç сасси евĕр янăрать, – çапларах ăнлантарать вăл. Тăван чĕлхепе çыхăннă конкурссене час-часах хутшăнма тăрăшать. Иртнĕ çул, сăмахран, чăваш чĕлхипе иртнĕ конкурсра шкулта пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнă. Унччен маларах тăван чĕлхене халалласа çырнă сăвăпа Чăваш Патшалăх Университечĕ йĕркеленĕ конкурса хутшăннă, сертификата тивĕçнĕ.

Искандер юрă тĕнчипе те туслă. Вăл питĕ юрлама юратать.

– Ачаранах юрă-ташăна кăмăллатăп. Кĕçĕнрех классенче клуба юрлама çÿреттĕм. «Валинке» ушкăна та хутшăнаттăм. 2007 çулта Турцире пулса курни асăмра юлчĕ. Районтан эпир пиллĕккĕн хамăр пултарулăха кăтартма кайрăмăр. Улттăмĕш вырăн йышăнтăмăр, – ăнăçăвĕсемпе паллаштарчĕ И.Васильев.

Вăл каланă тăрăх, ĕлĕкхи юрăсем ытларах чуна пырса тивеççĕ тата тыткăнлаççĕ. Вĕсемпе пĕрлех хальхи эстрада юррисене те шăрантарма юратать вун çиччĕри Хирлеппуç каччи.

Ирина

КОНСТАНТИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика