АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу ыйтакансем тупăнсах тăнă

19 января 2011 г.

Çĕнĕ çулхи уяв кунĕсенче, пурте каннă вăхăтра райбольницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕ сыхлăха пĕр самантлăха та çухатман. Кăрлачăн 1-10-мĕшĕсенче 87 шăнкăрав пулнă: çав шутра ăнсăртран чирленипе – 70, сарăмсăр инкек сиксе тухнипе – 14. Ачасем патне вун ултă хутчен тухнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшне больницăна выртарма тивнĕ. Больницăна илсе килнĕ 39 аслă ăрури çынран 25-ĕшне сиплемелле пулса тухнă. Унсăр пуçне 53 çын хăй тĕллĕн больницăна пулăшу ыйтма килнĕ.

Пулăшу ыйтнă çынсенчен пысăк проценчĕ тĕрлĕ сурансене пула тухтăрсене чĕнтернĕ. Çавăн пекех наркăмăшланнă тĕслĕхсем пĕрре кăна мар пулнă.

С.ЕФИМОВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика