22 января 2011 г.
Вутланти Анатолий Егорова мĕн ачаранпах лайăх пĕлетĕп. Ялта ятлă-сумлă, пултаруллă çынсен шутĕнче вăл. Ал ĕç ăсти пулнипе таврара палăратьКилти хуçалăхра пĕр-пĕр хуралтă çĕнетмелле-и, çынна тархасламасть, хăй тĕллĕн ĕçлет. А.Егоров Вутланти культура çурчĕ çывăхĕнчи вăрçăра паттăррăн çапăçса пуç хунисене халалласа тунă палăк халĕ те ял çыннисене тыткăнлать.
Пенсире пулин те Анатолий Егоров спортпа туслă. Çуллахи вăхăтра велосипедран уйрăлмасть. Хĕл кунĕсенче вара Элĕке çуран кайса килет. «Хускану – пурнăç», – тет вăл. Çавăнпах пулĕ утма юратать.
А.ГОРШКОВ.