АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çутă вăрланă

22 января 2011 г.

Ултав çулĕ çине тăни хăçан та пулин пур пĕр çиеле тухать. Анчах çакăн пирки теприсем шутламаççĕ, çавăнпах ĕнтĕ вăрлама хăтланаççĕ.

Юнтапа ял тăрăхне кĕрекен Чулкаçра пурăнакан А. чееленме шут тытнă. Хайхискер çутă вăрлама май тупнă. Электропроводка çумне темиçе электронагреватель сыпăнтарнă. Çак мелпе А. октябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 15-мĕшĕччен усă курнă. Çавах та çутă вăрланине тупса палăртма май килнĕ. Çапла майпа Чулкаç çынни «Чувашская энергосбытовая компания» уçă акционерлă обществăна 6669 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

РФ УК 165 статйин пĕрремĕш пайĕпе килĕшÿллĕн А-н явап тытма тивет.

Н.ФИЛИППОВ,

шалти ĕçсен пайĕн штаб начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика