22 января 2011 г.
Раççей водителĕсене март уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ йышши правасем пама пуçлаççĕ тесе пĕлтерет Раççейĕн тĕп паишникĕ Виктор Кирьянов. Çакăн пек удостоверенисем пĕтĕм халăхсен хушшинчи стантартпа килĕшсе тăрĕç. Тĕпрен илсен, вĕсем киввисенчен питех улшăнмаççĕ. Унчченхи пекех пластикран пулаççĕ, çĕнĕлĕх – ятарлă штрих-код. Шăпах çак код водитель çинчен, удостоверение хăçан пани тата ытти информацие хÿтĕлет. «Ятарлă штрих-кода пула суя удостоверени тума çук, çул-йĕр юхăмне тĕрĕслекенсене вара тĕрĕслев процесне хăвăртлатма май парать», – тенĕ генерал.
Кивĕ удостоверенисене март уйăхĕн 1-мĕшĕнченех улăштармалла тенине пĕлтермест ку çĕнĕлĕх. Кивĕ правасемпе водительсем удостоверенин срокĕ тухичченех çÿреме пултараççĕ.