26 января 2011 г.
Хĕллехи ир. Акă урампа автомашина килни курăнчĕ. Кабинăран хĕрĕхри арçын тухрĕ те уçă сассипе çапла кăшкăрчĕ:
– Эй, инкесем, йăмăксем, ăçта тулли витресем;!
– Халех, халех Евгений, – чĕвĕлтетрĕç ял çыннисем.
Çапла, кашни ирех Татмăшпа Вутлан тата ытти ялсен урамĕсем витĕр тухса кил хуçисемпе тĕл пулать Вăрманкасри Евгений Захаров хатĕрлевçĕ. Вăл куллен ял çыннисенчен сĕт туянать. Хатĕрлевçĕ ĕçне Е.Захаров тулли кăмăлпа туса пырать. Укçине вăхăтра тÿлет. Хăйсен хуçалăхĕсенчен ытлашши сĕте хатĕрлевçе сутни ял халăхĕшĕн те тупăшлă.
Юлашки вăхăтра Е.Захаров сĕт пухакан ку ĕçе Вутланти Сергей Васильева явăçтарчĕ. Вăл халĕ, Евгений патĕнче вăй хураканскер, куллен руль умне ларать.
А.ГОРШКОВ.