АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье пуçĕ – хăйех сăвăç

26 января 2011 г.

Кĕçĕн Тăван ялĕнчи вулавăш нумаях пулмасть Алексей Михайлов сăввисен буклетне хатĕрленĕ. Кĕнеке авторĕ ку ялтах 1976 çулта çуралнă. Михайловсем мăшăрĕпе Вера Георгиевнăпа икĕ ывăл пăхса çитĕнтереççĕ. Антон халĕ 4 çулта, Илья – виççĕре. Шăпăрлансем иккĕшĕ те шкул çулне çитменнисен «Салам, илемлĕ чăрăш!» Çĕнĕ çул уявĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Антонпа Илья Хĕл Мучие чăваш чĕлхипе темиçе сăвă вуласа панă. Питех те тăрăшса янăратнă вĕсем сăвă хайлавĕсене. Тата акă мĕн интереслĕ: ывăлĕсене сăвăсем Алексей Георгиевич хăй çырса панă иккен. Çак хайлавсем пурне те – курма килнисене те, ашшĕ-амăшĕсене те килĕшнĕ. Вулавăш ертÿçи Алексей Георгиевича сăвăсен буклетне пухса хатĕрлеме сĕннĕ те, автор унпа кăмăлтанах килĕшнĕ.

Г.ПЕТРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика