АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-кăварăн алли вăрăм

02 февраля 2011 г.

Иртнĕ çул пирĕн район территорийĕнче 30 пушар пулнине шута илнĕ (2009 çулта – 29). Пурĕ вĕсем 1570 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ (виçĕмçул – 1730 миллион тенкĕлĕх). Вут-кăварта 35 çурт-йĕр (2009 çулта – 22), куçса çÿрекен 2 техника, 3 ĕне-выльăх çунса кайнă (унчченхи çулхине кун пек тĕслĕхсем пулман). Çавăн пекех пĕлтĕр 11 тонна выльăх апачĕ кĕл пулса вĕçнĕ, виçĕмçул – 150 тонна.

Яланхи пекех, «хĕрлĕ автансем» çынсем пурăнакан вырăнта «авăтаççĕ». Тăкакĕ – 1570 миллион тенкĕ. Шел пулин те, иртнĕ çул пушарта 5 çын вилнĕ, 2009 çулта – 1 çын.

Инкексен сăлтавĕсем çаксем. Вут-çулăмпа асăрханусăр пулни (10 тĕслĕх, пĕтĕм пăтăрмахсен 33,3 проценчĕ), электричество хатĕрĕсемпе тĕрĕс мар усă курни (14 тĕслĕх, 46,7 процент).

Пушарсем пуринчен ытларах Юнтапа, Чăваш Сурăм, Элĕк ял тăрăхĕсенче сиксе тухнă.

В.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика