02 февраля 2011 г.
Мускавра Раççей ял хуçалăх министрĕ Елена Скрынник тата Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн ял хуçалăх министерствипе республикăн Министрсен Кабинечĕ хушшинчи килĕшÿсене алă пуснă. Çакă кăçал çывăх вăхăтрах федераци бюджетĕнчен уйăракан пулăшăвăн 30 процентне илме, укçана çурхи уй-хир ĕçĕсем валли яма май парать.
Алă пуснă 1-мĕш килĕшÿре Чăваш Ен валли федераци бюджетĕнчен ял хуçалăх производствине пулăшма 1757,3 млн тенкĕ субсиди уйăрма палăртнă, ку 2010 çулхинчен икĕ хут нумайрах. Ялăн социаллă аталанăвĕ валли 2011 çулта Чăваш Ене хушма 122,3 млн. тенкĕ парĕç.