02 февраля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Правительстви çĕршыв экономикине малалла аталантарас ĕçре вăтам тата пĕчĕк бизнес пĕлтерĕшне ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев çакăн пек задача кăларса тăратрĕ – 2010 çул тĕлне предпринимательсен йышĕ мĕн пур ĕçлеме пултаракансен 60-70 проценчĕ пулмалла. Кунашкал канашсăр пысăк задача саккунлăх енĕпе те, финанс, идеологипе пропаганда тĕлĕшĕнчен те çав тери нумай ĕçсем пурнăçлама хистет. Статистикăн тулли кăтартăвĕсемсĕр, вăтам тата пĕчĕк бизнес епле аталанса пынине хак памасăр ăна малашне çĕклемелли çул-йĕре тĕрĕс палăртма çук.
Вăтам тата пĕчĕк бизнесменсен ĕçĕ-хĕлне туллин шута илсе тĕрĕслесе тăни кăна пĕтĕм ĕç-пуçа лайăхрах йĕркелеме, малашлăх тĕллевĕсене палăртма пулăшать. Тулли тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ шăпах Раççейре вăтам тата пĕчĕк бизнес мĕнлерех лару-тăрура пулнине тишкересси пулса тăрать те ĕнтĕ. Акă мĕншĕн Раççей Федерацийĕн Правительстви 2009 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта пĕтĕмĕшле статистика сăнавĕ (тĕрĕслевĕ) ирттересси çинчен хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн халĕ вăтам тата пĕчĕк бизнес предпринимателĕсем 2010 çулта еплерех ĕçленине тишкереççĕ, çав кăтартусене пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртаççĕ. Кăтартусене тĕрĕс шута илни бизнеса малалла аталантарма пулăшĕ.
Э.МАКСИМОВА,
Чăвашстат ертÿçи.