07 февраля 2011 г.
Пĕчĕк тата вăтам бизнес экономика аталанăвĕнче самай пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Бизнес пулăшнипе рынока таварсемпе тултарма, хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелеме майсем уçăлаççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн районта мĕн пур ĕçлекенсен 37,3 проценчĕ пĕчĕк бизнеспа аппаланать, вĕсен экономикăри таварçаврăнăшĕ 26,1-31,2 процентпа танлашать. Иртнĕ çул пĕчĕк предпринимательство ĕçĕпе 1007 çын тăрăшнă, вĕсенчен 305-шĕ – пĕчĕк тата вăтам предприятисенче, хресчен-фермер хуçалăхĕсенче – 345 çын, харпăр хăй пуçарнă ĕçпе – 357 предприниматель.
2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕш тĕлне районта 54 пĕчĕк тата вăтам предприяти шутланнă, çак шутран хресчен-фермер хуçалăхĕсем – 8, харпăр предпринимательсем – 618. Вĕсенче 1277 çын вăй хурать. Ку шутран 659-шĕ пĕчĕк тата вăтам предприятисенче (2009 çулхипе танлаштарсан 101,4 процент). Çакă вăл мĕн пур ĕçлекенсен 50 проценчĕ тата ĕçлеме пултараканнисен 13 проценчĕ.