07 февраля 2011 г.
Çĕр улмипе сĕт хакĕсем халĕ нихçан пулман виçерен иртсе кайрĕç. «Агро-инноваци» кооператив управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, ял çыннисем халĕ пĕр литр сĕте вăтамран 16 тенкĕпе сутаççĕ. Çав вăхăтрах вăл пĕлтĕр 13 тенкĕ пулнăччĕ, виçĕмçул – 9 тенкĕ. Унчченхи çу кунĕсенче литр сĕте 5 тенкĕпе çеç сутатчĕç, тен, тăкак тÿсиччен, ăна çырмана кайса тăкмалла марччĕ-и;
Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансемшĕн паянхи çакăн пек ырă лару-тăру унчченхи пек темĕнле лайăх пурнăçран мар, пĕлтĕрхи типĕ çанталăк шар кăтартнипе пулса тухнă.
Авă, кĕр кунĕсенче выльăх апачĕ сахаллипе продукци илесси самаях анса ларать. Выльăх йышĕ чакас хăрушлăх сиксе тухать. Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне рынок саккунĕсем хаксене хăпартма хистеççĕ. Чăнах та, çулталăк вĕçленнĕ тĕле сĕт хакне кăштах шайлаштарма май килет. Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2010 çулхи январь-ноябрьте сĕт туса илесси виçĕмçулхи кăтартупа танах – 99 процент. Выльăх йышĕ 0,4 процент çеç чакнă, кăтарту кунтан пысăкрах пуласса та кĕтнĕ. Çав хушăрах хакĕсем хăпарсах пыраççĕ. Çакăншăн ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем савăнаççĕ кăна: ара, сĕтрен пухăнакан тупăш паян шыври улăм пĕрчи кÿрекен çăлăнăç пекех вĕт.
Элĕк районĕнчи «Новый путь» ял хуçалăх производство кооперативĕ – республикăра чи йышлă ĕне выльăх усракансенчен пĕри. Кунти сĕт – пĕтĕмпех чи пысăк сортли. «ЮНИМИЛК» компанин филиалĕ – «Чебоксарский» комбинат урăх йышши продукцие вуçех те туянмасть. Литр хакĕ – 16 тенкĕ. Кооператив ертÿçи И.Игнатьев каланă тăрăх, пĕтĕм тупăшăн 90 процентне халĕ хуçалăх выльăх-чĕрлĕхрен, çав шутран 50 процентне сĕтрен илет. Сĕт хакне ÿстернипе пĕлтĕр татах 13 миллион тенкĕ илме май килнĕ. Ку укçапа хамăр çĕршывра туса кăларнă тĕш тырă пухса кĕртмелли хаклă тăракан 3 комбайн туянма пулать.
Ытарлăрах каласан, хальхи вăхăтра сĕт хакĕ ÿснинче идеологи сĕмĕ те пур. Мĕнле-мĕнле те, тавар туса илекен тинех хăйĕн продукцийĕшĕн тивĕçлĕ тÿлев илме пуçларĕ. Анчахрах кăна ку отрасльте тупăша пайласси питĕ пăтрануллăччĕ: продукци (сĕт) туса илекенсене хăймине уйăрнă сĕт çеç лекетчĕ, унран тĕрлĕ тавар хатĕрлесе сутаканĕсем вара хăймине сăптăрса илетчĕç. Ку вăл кутăн çавăрса тăратнă пирамида пекехчĕ: никĕсрисем сĕтрен тавар хатĕрлесе сутакансем (кусем – чи çÿлтисем), аялта – ял (якалса юлнă тăррийĕ). Кун пек пирамида яла нимĕнле пулăшу та кÿмен.
Халĕ вара çакăн пек ÿкерчĕк: 2,5 процент çу хисепĕллĕ сĕтĕн 1 литрне 16 тенкĕпе туянаççĕ, хатĕрленĕ тавар хакĕ – 25 тенкĕ, ваккăн суту-илÿре – 28 тенкĕ. Ваккăн суту-илÿ виçинчен процентпа илсе шутласан, кăтартусем çапларах: 57,32 тата 10 процент. Çакă пулать те ĕнтĕ иртнĕ çул Раççейри сĕт туса илекенсен наци союзĕ хăйĕн съездĕнче çирĕплетсе калани. 2009 çулта республикăра ку шайлашу çакăн пек пулнă: тупăшăн 36 проценчĕ – сĕт туса илекенсен, 40 проценчĕ – ăна тирпейлесе хатĕрлекенсен, 24 проценчĕ – суту-илĕвĕн. Маларахри çулсенче çак кăтарту хресченсемшĕн пушшех те кÿренмелле пулнă. Халĕ, авă, пирамида сĕт туса илекенсем майлă çаврăнса ларать, унран продукци хатĕрлекенсемпе ăна сутакансен вара «çимелли» виçене пĕчĕклетме тиветех.
Çапах вĕсем те «пурăнма» пĕлеççех пулмалла. Анчахрах сĕтрен продукци тирпейлесе хатĕрлекенсем (хамăр республикăрисем те, ытти регионсенчисем те) сĕте кăкшăм евĕрлĕ пакетсене тултарма тытăнчĕç. Унта вара 1 литр мар, 900 грамм çеç. Тен, çакна пурте асăрхамарĕç те пулĕ-ха. Астăвăр, тупăшĕ пĕрех сĕтрен продукци хатĕрлекенсемпе вĕсене сутакансенех пысăкрах пулать...
В.ИВАНОВ.