АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ лавкка уçăлчĕ

07 февраля 2011 г.

Тимĕрçкассинчи лавкка ял пуçĕнче вырнаçнă. Йывăçран тунăскер йăлтах кивелсе çитнĕччĕ, шалта та илемлĕхĕ пĕтнĕччĕ. Çавна пулах Элĕк райповĕ пĕлтĕр кивĕ лавккапа юнашар çĕннине тума пуçларĕ. Строительсем хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларĕç, объекта кăçалхи февраль пуçламăшĕнче туса та пĕтерчĕç. Ĕнер вара Тимĕрçкассинчи çĕнĕ лавккана савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Райпо канашĕн председателĕ Юрий Харитонов хăйĕн сăмахĕнче кивĕ лавкка ял илемне пĕтернине, çавăнпа çĕннине çĕклесе лартма тĕллев тытнине пĕлтерчĕ. «Халĕ акă çĕнĕ лавккана малтанхипе танлаштарма çук, шалта хăтлă та илемлĕ, оборудованисем те лайăххисем»,– терĕ вăл. Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Лев Рафинов Элĕк райповĕ икĕ районпа ĕçленине, лавккасем çĕнелнĕ май сутуçăсемшĕн условисем лайăхланнине палăртрĕ. Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Матвеев тавар туянакансене ку лавккана куллен кĕрсе тухма сĕнчĕ.

«Юрий Александрович, тавтапуç сирĕ ырă ĕçсемшĕн»,– терĕç ял çыннисем. Мĕнех калăн, юлашки çулсенче ялсенчи райпо лавккасем чылай çĕнелсе улшăнчĕç, тавар ассортименчĕ те пысăк халĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика