07 февраля 2011 г.
Районти потребительсен обществин «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕ иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Кăçалхи ĕмĕт-тĕллевсем те пысăк. Çавна май унăн ертÿçипе Р.Медведевпа тĕл пулса калаçрăмăр. Кулленхи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрăмăр.
– Руслан Анатольевич, чи малтанах иртнĕ çулхи хатĕрлев ĕçĕсем çинче чарăнса тăрăр-ха. План-заданисене епле пурнăçласа пытăр;
– Кĕскен каласан, пĕлтĕр ÿсĕмлĕ ĕçлерĕмĕр тесе калама сăлтавĕ те пур. Çавна умри тĕллевсене чыслăн пурнăçласа пыни çирĕплетрĕ. Сăмахран, пĕтĕмĕшле çаврăнăш малтан палăртнă 65000 пин тенкĕ вырăнне 154894 пин тенкĕпе (238,3 процент) танлашрĕ. Уйрăммăн илсен, тырă хатĕрлессипе лайăх ĕçленине палăртас килет. Пур тĕрлĕ тĕш тырă культурисене 350 тонна хатĕрлемелеччĕ, ăна 1155,1 тонна (330 процент) янтăларăмăр. Аш-какай пĕтĕмпе 196 тонна (126,4 процент), сĕт 10000 тонна (156,3 процент) сутăн илнĕ. Иртнĕ çул çĕр улми туса илессипе пысăк йывăрлăхсем пулни паллă ĕнтĕ. Çапах та «иккĕмĕш çăкăра» 28 тонна вырăнне 140 тонна пухма пултартăмăр, план-задание 500 процента яхăн пурнăçларăмăр.
– Иртнĕ çула пахча çимĕç, улма-çырла çулталăкĕ те теме çук. Эсир вара ку çимĕçсене хатĕрлессине йĕркелерĕр-и;
– Ку ĕç питех те кирлĕ тесе шутларăмăр. Купăста, хăяр, помидор, кишĕр, ыхра тата ытти пахча çимĕçсене 239 тонна (105, 8 процент) янтăларăмăр. Улма-çырла сутăн илессипе те парăмра юлмарăмăр, пĕтĕмпе 228 тонна хатĕрленĕ.
– «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕ эмел курăкĕсем пухассипе çулленех ăнăçлă ĕçлесе пыратчĕ, республика шайĕпе илсен те, малтисен ретĕнчеччĕ. Пĕлтĕр те парăмра юлмарăр пулĕ ĕнтĕ.
– Çаплах, иртнĕ çул та сиплĕ курăксем хатĕрлессипе ĕçсем япăх мар пычĕç. Ку енĕпе пире шкул ачисем, ялсенчи çут çанталăк тусĕсем, уйрăмах пенсионерсем, пысăк пулăшу кÿреççĕ. Вырăнсенчи лавккасен сутуçисем те çак кирлĕ чĕр тавара хатĕрлессипе пуçарулăх кăтартаççĕ. Юлашки çулсенче чĕрĕ курăксене вырăнта типĕтсе хатĕрлессипе условисене чылай лайăхлатрăмăр. Ятарлă сушилка-склад пысăк пулăшу вырăннех.
Пĕрлехи вăйпа эмел курăкĕсене пурĕ 30,7 тонна хатĕрленĕ. Çак кăтарту, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пысăкрах.
– Паллă ĕнтĕ, пĕрлешÿ хатĕрлекен чĕр таварсен хисепĕ те ÿссех пырать.
– Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Яланхиллех кивĕ хут пухассипе ĕçлетпĕр. Пĕлтĕр ăна 45 тонна вырăнне 61,6 тонна (136,9 процент) хатĕрленĕ. Тĕрлĕ çĕтĕк-татăксене 9 тонна та 300 килограмм янтăланă. Çăм, ĕне выльăх, сурăх тирĕсене те сахал мар пухнă.
– Юлашки тапхăрта çĕнĕ йышши чĕр таварсенчен мĕнлисем хушăнчĕç;
– Чăнах та, вĕсене хатĕрлессипе те тимлемен мар. Час-часах çынсем кирек ăçта та пластик савăтсем, çутă (полиэтилен) хутсем сапаланса выртнишĕн пăшăрханса калаçнине илтме тÿр килет. Ку ÿкерчĕксем, йĕркесĕрлĕх, паллах, кăмăла хуçаççĕ ĕнтĕ. Çав хушăрах ку çÿп-çап вырăнĕнчи япаласем пирĕншĕн чĕр тавар шутланаççĕ. Катăк кантăк савăтсем, ытти çĕмрĕк кантăк пирки те çавнах каламалла. Вĕсене типтерлĕ пухса пирĕн пĕрлешĕве илсе килме сĕнетĕп. Çавăншăн, хакĕсем пысăках мар пулин те, укçа тÿлетпĕр. Асăннă чĕр таварсене хатĕрлес ĕçе хутшăнни тăван тавралăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшни те пулĕччĕ.
– Иртнĕ çулхи шăрăх та типĕ çанталăк условийĕсем ял çыннисене тырă-пулă, выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлеме пысăк чăрмав кÿчĕç. Эсир вара ял çыннисене тĕш тырăпа, утă-улăмпа тивĕçтерсе пысăк пулăшу кÿретĕр.
– Ку çаплах ĕнтĕ. Çĕнĕ çула кĕнĕренпе кăна улăм 20 тонна, утă 100 тонна таранах кÿрсе килнĕ. Юлашки вăхăтра утă тĕркисене куллен 9-10 тонна таран турттарма пуçларăмăр. Çакă ял çыннисем утă-улăма ытларах та ытларах ыйтнипе çыхăннă. Ăна, заказсем панипе килĕшÿллĕн, вырăна çитерсех паратпăр.
– Руслан Анатольевич, ĕçри ăнăçу коллективран нумай килет. Хăвăр йышри ĕçченсем пирки эсир мĕн каланă пулăттăр;
– Пĕрлешÿре ултă-çичĕ çын кăна шутланать. Кашниех хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçлассишĕн тăрăшни курăнать. Зоя Никифорова, сăмахран, пирĕн опытлă хатĕрлевçĕ, товаровед. Вăл виçĕ-тăватă склад ĕçне те кирлĕ пек тытса пырать. Маргарита Ильина шут ĕçне лайăх пĕлет, бухгалтер, экономист тивĕçĕсене пĕчченех пурнăçлать.
Хатĕрлевçĕсен ĕмĕт-тĕллевĕ пĕрре: кăçал пĕлтĕрхинчен те лайăхрах ĕçлесе умри план-заданисене чыслăн пурнăçласси.
Е.ТИМОФЕЕВА калаçнă.