12 февраля 2011 г.
Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем «Агропромышленность аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама анлăрах та анлăрах хутшăнаççĕ. Вĕсем харпăр хăй хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредитсем илеççĕ.
Кăçалхи кăрлачра 12 çынна 1 миллион та 440 пин тенкĕлĕх кредит. Ку шутран Раççей перекет банкĕ урлă 840 пин тенкĕлĕх 8 кредит, ял хуçалăх банкĕнчен 600 пин тенкĕлĕх 4 кредит панă.
Наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа пĕтĕмпе 270 миллион та 788 пин тенкĕлĕх 2114 кредит илнĕ, çакă вăл мĕн пур харпăр хуçалăхсен 23,7 проценчĕ пулать.
Кредит укçине техника, ăратлă выльăх туяннă, выльăх-чĕрлĕх витисем тунă тата юсанă çĕре янă.