11 февраля 2011 г.
Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме вăрлăх çителĕклех хывса хăварнă. Анчах та, пĕтĕмĕшле илсен, тĕш тырă культурисен пахалăхĕ тивĕçтермест-ха. Мĕн пур вăрлăхăн 53 проценчĕ кăна кондициллĕ.
«Новый путь», «Правда», «Алмаз», «Журавлев» хуçалăхсенче, тĕпрен илсен, акмалли культурăсем акма юрăхлă. Кунта кондицие ларайманни вуçех те ан пултăр тесе пуçарулăх кăтартса ĕçлеççĕ. «Авангард» хуçалăхра та ку енĕпе тăрăшни курăнать. Çав хушăрах ку енĕпе ыттисем лăпкăлăх тыткăнĕнчен хăтăлаймаççĕ. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра, сăмахран, вăрлăх çителĕклех хывнă. Анчах та тĕш тырăсем таса мар пирки акма юрăхлă мар.
Хуçалăхсенче массăллă репродукцири вăрлăх та сахалах мар.
А.ПРОХОРОВ.