13 февраля 2011 г.
Район администрацийĕ кашни эрнерех ваккăн сутакан предприятисенчи таварсен хакĕ мĕнле улшăнса тăнине тĕрĕслет. Черетлĕ мониторинг çакна кăтартса панă: нарăсăн 8-мĕшĕ тĕлне ыраш çăкăрĕ 15 тенкĕ те 52 пус (пĕр буханки 650-800 грамм), тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр-булка – 15 тенкĕ те 24 пус (400 грамм), 1 кило тулă çăнăхĕ – 19 тенкĕ те 40 пус, литр сĕт (2,5 процентли) – 30 тенкĕ те 10 пус, 1 литр тип çу – 65 тенкĕ, килограмм çĕр улми – 37 тенкĕ те 25 пус, купăста (1 килограмм) тата сухан – 30 тенкĕ те 60 пус, кишĕр – 48,5 тенкĕ, пан улми – 56 тенкĕ çурă, чăх çăмарти (10 штук) – 32 тенкĕ те 90 пус, сахăр песукĕ – 43 тенкĕ те 10 пус, тăвар – 8,3 тенкĕ пулнă.
Кунпа пĕрлех 1 килограмм чăх хакĕ (тукмаксемсĕр пуçне) 1,4 тенкĕ йÿнелнĕ (1,4 процент). Купăста хакĕ 4,6 процент чакнă (1 тенкĕ те 40 пус), 10 штук çăмарташăн 70 пус сахалтарах тÿлемелле пулнă (2 процент).
Ытти апат-çимĕç хакĕсем çаплипех юлнă.