15 февраля 2011 г.
Иртнĕ вырсарни кун, февралĕн 6-мĕшĕнче, Тавăт ял тăрăхĕнче хоккейла выляссипе ăмăртусем иртрĕç. Унта Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнчи спорта кăмăллакансем тата пирĕн районти тавăтсен команди хутшăнчĕç.
Çакна палăртма уйрăмах кăмăллă. Турхансемпе пĕрле Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Мурашкин, тавăтсен командинче вара Элĕк районĕн прокурорĕ В.Шоркин хоккейла выляса ырă тĕслĕх кăтартрĕç.
Вăйă 7:2 шута тавăтсем çĕнтернипе вĕçленчĕ. Тупăшу питĕ интереслĕ иртрĕ. Курма пынисем те кăмăла çĕклеме пултарчĕç.
С.ИВАНОВА.