АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музей ячĕпе – буклет

22 февраля 2011 г.

Чăваш Сурăмĕнчи халăх музейĕ ăна никĕслекенĕн – Кирилл Васильевич Воронов ячĕпе хисепленет. Анчахрах кунта илемлĕ те капăр буклет хатĕрлесе кăларнă. Хуплашкинче – ял тăрăхĕпе музей ячĕсем, çурт сăн ÿкерчĕкĕ. Халăх музейĕ вырăнти культурăпа кану центрĕн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă. Буклетра музее йĕркеленин историне çырса кăтартнă, сăн ÿкерчĕксем унти пайсемпе паллаштараççĕ. Хыçалти страницăра – музей реквизичĕсем.

Асăннă музей 1968 çулта уçăлнă. Малтанах вăл Чăваш Сурăмĕнчи 8 çуллăх шкулти краеведени кĕтесĕ шутланнă. 1989 çулта ăна халăх музейĕ ятне параççĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн 2001 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе музей Кирилл Воронов ячĕпе хисепленме тытăннă.

Г.ГЕННАДЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика