22 февраля 2011 г.
Тури Выла ял вулавăшĕнчи «Вучах» клуб пенсионерсемпе ватă çынсене хăйсен çуралнă кунĕсене чысламашкăн кĕрекене чĕннĕ. Ятне те интереслĕ шутласа кăларнă: «Сĕтел генералĕ – сăмавар». Ку уйăхра 5 пенсионер хăйсен менелникне паллă тăваççĕ. Тĕл пулу каçне 25 пенсионерпа ĕç ветеранĕ пухăннă. Вĕсенчен 3-шĕ – юбилярсем: 70 çулти Кликерия Павловна Михайлова, 85-ри Нина Егоровна Краснова тата 75 çулти Анастасия Андреевна Сорокина. Тивĕçлĕ канăва тухиччен виççĕшĕ те дояркăра тăрăшнă, кашниех 6-7 ача пăхса çитĕнтернĕ.
Уяв каçĕнче Мария Романовна Степановăпа Ольга Федоровна Осиповăна та çуралнă кунĕсемпе саламланă.
Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э.Козлов юбилярсемпе ветерансене ăшшăн саламланă, асăнмалăх парнесем панă. Ватăсем юрласа та, ташласа та кăтартнă.