22 февраля 2011 г.
Кăçал, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, туйсем ытларах пулни палăрать. Хĕл сиввине пăхмасăр, мăшăр хыççăн мăшăр пĕрлешсе çемьесем чăмăртанни – ырă пулăм.
Иртнĕ канмалли кунсенче, акă, икĕ туй пулчĕ. Тури Карачура ялĕнчи Александр Терентьевпа Мăн Шĕвĕш хĕрĕ Ольга Тихонова ĕмĕрĕпех пĕрле пулма сăмах пачĕç. Ураскилт салинчи хĕрпе каччă – Екатерина Федоровăпа Артур Алексеев та туслă çемье çавăрасси пирки хаваспах пĕлтерчĕç.
Районта ку уйăхра туй ирттерме палăртнă çамрăксем татах та пур-ха. Февралĕн 22-мĕшĕнче тепĕр çемье хушăнать пулсан, 26-мĕшĕнче вара тата икĕ мăшăр пĕрлешĕç. Çак уйăхра пурĕ 6 туй пулĕ.
М.НИКОЛАЕВА,
ЗАГС пайĕн ертÿçи.