АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмсемпе лăпланмалла мар

22 февраля 2011 г.

Эрне кун район администрацийĕнче культура учрежденийĕсен 2010 çулхи ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетсе канашлу иртрĕ. Унта Чăваш Ен культура, национальноçсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизаковăпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев хутшăнчĕç.

Канашлура культура учрежденийĕсем иртнĕ çул мĕнле ĕçлени çинчен вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕн начальникĕн çумĕ Л.С.Семенова доклад туса пачĕ. Людмила Степановна çакна палăртрĕ: 2010 çулта районта 31 культурăпа кану учрежденийĕ, 20 вулавăш, 1 архив учрежденийĕ, культура отраслĕнчи тепĕр хушма вĕренÿ учрежденийĕ ĕçленĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, отрасль ăнăçлă аталанса пырать. Иртнĕ çул культура учрежденийĕсем умне лартнă тĕллевсемпе задачăсенчен чылайăшне пурнăçланă. Иртсе кайнă çулталăкра культурăпа искусство, архив учрежденийĕсенче 114 çын ĕçленĕ, вĕсенчен 90-шĕ специалистсем (мĕнпур йышăн 79,8 проценчĕ). 86 культура ĕçченĕ аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. ЧР Президенчĕн Чăваш Енри ялсенчи культура учрежденийĕсене аталантарасси çинчен Указне пурнăçласа, пĕлтĕр культурăн 2 учрежденине çĕнетнĕ, вĕсенче халăха канма, пултарулăха аталантарма пур условисем те çителĕклĕ.

Отчетлă çулталăкра Чăваш Сурăмĕнчи культурăпа кану центрне тата Тавăтри культура çуртне тĕпрен юсанă, Шĕмшешри культура çуртĕнчи ăшăтмалли тытăма реконструкциленĕ, районти тĕп вулавăшра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Элĕкри литературăпа краеведени музейĕн фасадне реконструкциленĕ.

Районти культурăпа кану учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 332 клуб йĕркеленĕвĕ ĕçленĕ, вĕсене 3452 çын хутшăннă. Çак шутран халăх пултарулăхĕн йĕркеленĕвĕсем – 237, ку пултарулăх ушкăнĕсене 2509 çын çÿренĕ. Пĕтĕмпе 5 ушкăна «Халăх коллективĕ» ят панă. 2010 çулта вĕсем пурте çак ята тепĕр хут çирĕплетнĕ. Иртнĕ çул пурĕ 5752 культурăпа кану мероприятийĕ ирттернĕ, вĕсенчен 2451-шĕ – ачасем валли. Чи лайăх коллективсем районта тĕрлĕ жанрпа иртнĕ 14 смотр-конкурсра хăйсен пултарулăхне кăтартнă, республикăри смотрсене хутшăннă.

Çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртмеллине асăнчĕç тухса калаçакансем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Л.А.Читнаев культура учрежденийĕсен ĕçне хакланă май вĕсем 2011 çулта çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.

Канашлу ĕçне пĕтĕмлетсе, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕн, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р.М.Лизакова çапла палăртрĕ: 2010 çулта Элĕк районĕнчи культура отраслĕсем финанспа экономика кăтартăвĕсене лайăхлатнă, уйрăммăн илсен, бюджетран укçа-тенкĕ нумайрах уйăрнă, халăха, 2009 çулхипе танлаштарсан 25 процент ытларах тÿлевлĕ пулăшу панă. Министр пултарулăх ушкăнĕсем çине тимлĕх ытларах уйăрмаллине, кадрсене культурăпа искусство вĕренÿ заведенийĕсене ямаллине палăртса каларĕ. Роза Михайловна районти культура ĕçченĕсене 2010 çулта ăнăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, ку таранчченхи ÿсĕмсемпе лăпланмалла маррине асăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика