28 февраля 2011 г.
Олег Ксенофонтов Тури Вылта çуралса ÿснĕ, унăн мăшăрĕ Альбина Аполинариевна – Шĕвĕш ялĕнче. Ураскилтри вăтам шкул хыççăн Олег водителе вĕренсе тухнă, хыççăн Совет Çарĕнче пулнă. Хĕсметрен таврăнсан тăван «Молния» колхозра автобус водителĕнче ĕçленĕ. Çак хушăра Альбина Элĕкри йăла комбинатĕнче сехет мастерĕнче тимленĕ. Çамрăксем хĕр-тусĕн туйĕнче тĕл пулаççĕ те пĕр-пĕринчен уйрăлмаççĕ. 1991 çулта туй кĕрлеттереççĕ. Çулталăкран мăшăрсен йĕкĕрешсем – Андрейпа Артем çуралаççĕ, ун хыççăн – Аннăпа Алеша.
Ксенофонтовсем хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелеççĕ. Арендăна 30 гектар çĕр илеççĕ, унта нумай çул ÿсекен курăксене çитĕнтереççĕ. Ксенофонтовсем – питĕ ĕçчен çынсем, вĕсем выльăх нумай ĕрчетеççĕ: сăвакан 3 ĕне, пăрусемпе вăкăрсем, сурăхсем, чăхсем, цесаркăсем. Картишĕнче лаша та пур. Çăмăллатнă кредитпа усă курса трактор, косилка, утă тавăрмалли агрегат, плуг, ытти механизмсем туяннă. Хальхи вăхăтра кунсерен 30-40 литр сĕт параççĕ.