26 февраля 2011 г.
Çак уйăх пуçламăшĕнче Кĕçĕн Тăван вулавăшĕ тÿрех 65 кĕнекепе пуянланнă. Вĕсене библиотекăна ку тăрăхри чи нумай вулакансем – Илленьушкăнĕнчи Геннадий Миронов тата вулавăш канашĕн членĕ Майя Архипова парнеленĕ. Г.Миронов хăй вăхăтĕнче çивĕч сюжетлă хайлавсем вулама юратнă. Инвалида пула пенсие тухсан Геннадий Александрович кун пек литературăна почтăпа çырăнса илме тытăнать. Çапла вара килтех вулавăш йĕркеленет.
Майя Архипова ялти вулавăша иккĕмĕш хут кĕнекесем килсе парать. Пĕлтĕр вăл кунта пулман 11 кĕнеке парнеленĕ, кăçал – тата тепĕр 7 кĕнеке.
Парне кÿрекенсем хушшинче Раиса Кузьмина пенсионерка та пур. Унччен вăл Кĕçĕн Тăванти фельдшер-акушер пунктĕнче фельдшерицăра ĕçленĕ.