05 марта 2011 г.
Йăлана кĕнĕ ячĕпе Элĕкри вăтам шкулта кашни çулах предмет декадисем иртеççĕ.
Акă ют çĕршывсен чĕлхисен черечĕ те çитрĕ. Малтанах çак предмета ертсе пыракан Н.В.Толмачева вĕрентекен ют çĕршыв чĕлхине вĕрентекенсене пуçтарса канашлу ирттерчĕ. Кунта учительсен шухăшĕсене тата сĕнĕвĕсене шута илсе пысăк план хатĕрлерĕç.
Декада вăхăчĕ тĕрлĕ мероприятисемпе пуян та интереслĕ иртрĕ. Кунтах учительсем пулăшнипе ачасем акăлчанла юрăсем юрлама, сăвăсем калама вĕренсе февралĕн 14-мĕшĕнче, юратакансен кунĕнче, хăйсен пултарулăхне кăтартса савăнтарчĕç. Хаçатсем те акăлчан тата нимĕç чĕлхипе çуралчĕç. Вĕсене вуласа нумайччен ачасем шухăша кайса тĕрлĕ енлĕн аталанчĕç. Çакна та каласа хăварас килет. Кунтах ачасем хăйсен аллипе тунă, тĕрленĕ, çыхнă япаласен куравĕ те пысăк шайра иртрĕ. Ку курав юратакансен кунĕпе çыхăннă. Эрнипех ачасен ют çĕршыв чĕлхипе калаçнине илтме тÿр килнĕшĕн чун савăнчĕ. Çапла майпа кашни предмет эрни хăйне майлă тулли те интереслĕ иртме тăрăшать.
Зоя КУЛИКОВА,
Элĕкри вăтам шкул вĕрентекенĕ.