АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Директорта вăтăр çул вăй хунă

05 марта 2011 г.

Мартынкассинче чи аслă ăрури арçынсенчен пĕри – Георгий Александрович Александров. Вăл 1928-мĕш çулта йышлă çемьере çуралнă, 13 çулта чухнех ашшĕ пурнăçран уйрăлса кайнă, çавăнпа та йывăрлăхсене тата хура-шур тÿсме тивнĕ.

Шкул çулне çитсен 1935-мĕш çулта пĕрремĕш класа вĕренме кайнă. Çичĕ класс пĕтерсен пĕлĕве малалла Муркаш районне кĕрекен Тивĕшри вăтам шкулта ÿстерет.

Вăрçă чарăннă хыççăнхи çулсенче халăх уçă вăркăша туйса илет. Вăл вăхăтра ÿсекен нумай çамрăк аслă пĕлÿ илессишĕн ăнтăлма пуçлать. Çав вăхăтра Г.Александров та 1945-1949-мĕш çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтне истори факультетне вĕренме кĕрет. Çуллахи каникул вăхăтĕнче, яла таврăнсан колхоз уй-хирĕсенче, ял çыннисемпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, утă çулнă. 1945-1950-мĕш çулсенче институтран вĕренсе тухсан Оренбург облаçне ĕçлеме яраççĕ. Унтанах салтак атти тăхăнтартаççĕ. Хĕсметре 4 çул тăрать, вăл шутран 3 çулне – Польша çĕршывĕнче.

Салтак службине вĕçлесе таврăнсан Красноармейски районне кĕрекен Упи шкулне ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл ачасене истори предметне вĕрентет.

1956-мĕш çулта мартăн 15-мĕшĕнче РОНО-ран пултаруллă çамрăка Исаково шкулĕнче директор ĕçне шанса параççĕ. Кунта унăн вĕрентÿ ĕçне йĕркелесе пынисĕр пуçне çĕнĕ шкул çуртне тăвас тĕлĕшпе те нумай ĕçлеме тивнĕ.

Çак шкулта ĕçленĕ вăхăтра Туканаш ял хĕрĕпе Римма Михайловăпа çемье çавăраççĕ. Вĕсем тăватă ывăл çуратса пăхса ÿстереççĕ.

1964-мĕш çулта август уйăхĕнче, ăна Мартынкасси шкул директорне ĕçлеме куçараççĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕнче те шкул çуртне тăвас тĕлĕшпе нумай ĕçлеме тивет. Йывăрлăхсем çĕнтерсе 70-мĕш çул пуçламăшĕнче чунне парса ĕçленине пула çĕнĕ шкула туса пĕтерчĕç.

Анчах та 2005-мĕш çулта шкула хупрĕç. Паянхи куна çав çурт юхăнса ларать.

1985-1987-мĕш çулсенче Мартынкасси ял совет председателĕнче ĕçлет. 1987-1993 çулсенче Мартынкасси шкулĕнче ачасене истори предметне вĕрентет.

Çамрăк ăрăва хутла вĕрентес ĕçре 38 çул ытла тăрăшнă. Вăл шутран 30 çулне директорта ĕçленĕ. Вăл ăс панă çамрăксем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче усăллă та ырă ĕç тăваççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрте аслă пĕлÿ илнĕ çынсем пысăк хисепре пулнă. Çавăнпа та парти органĕсем вĕсене уйрăм списока кĕртнĕ. Г.Александров парти райкомĕ çумĕнчи «Пĕлÿ обществин» пропагандисчĕ пулса нумай çул ĕçленĕ. Халăх патне кайса калаçусем ирттермелле пулнă. Тÿр кăмăлпа, чуна парса ĕçленĕшĕн парти органĕсем Хисеп грамотисемпе тата тĕрлĕ Мухтав хучĕсем парса чыс тунă. 10 созыв вырăнти ял Совет депутатне суйланă.

1980-мĕш çул пуçламăшĕнче йывăçран илемлĕ те капмар çĕнĕ пÿрт туса лартрĕç. Халĕ килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ 53 çул пĕрле килĕштерсе туслă пурăнаççĕ, ялта пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

1960-мĕш çулта Чăваш Республикин вĕрентÿ Министерствин Хисеп грамотине панă. 1954-мĕш çулта Чăваш республикин ДОСААФ комитечĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă. 1984-мĕш çулта «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçнĕ.

А.АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика