АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем валли сăвă çырать, хавхалансах вуласа парать

16 марта 2011 г.

Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакан Алексей Георгиевич Михайловпа унăн мăшăрĕ Вера икĕ ача, тăватă çулхи Антонпа виççĕри Илюша, çуратса ÿстереççĕ. Алексей Георгиевич вăхăт-вăхăтпа аякри облаçсене ĕçлеме тухса çÿрет пулсан, Вера Георгиевна вара килти хуçалăхпа ачисем çине тимлĕх уйăрать. Çитĕнсе пыракан пепкисем амăшĕнчен час-часах сăвă-юмах каласа пама ыйтаççĕ. Çавна май çемье пуçлăхĕ шăпăрлансем валли хăйех сăвăсем çырма пуçланă. Иртсе кайнă çула ăсатма пухăннă елка картинче вара Антонпа Илюш ашшĕн сăввисене чунтан хавхаланса вуларĕç, хăйсен янăравлă сассисемпе, пултарулăхĕпе куракансене савăнтарчĕç. Иртнĕ уявсем валли те Алексей Георгиевич сăвăсем çырса хатĕрленĕ. Час-часах вăл ялти библиотекăна пырса хăйĕн сăввисемпе паллаштарать.

В.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика