21 марта 2011 г.
Кăçал юр нихçанхинчен те ытларах. Çанталăка кура вăл хăвăрт ирĕлни пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.
Çакна тĕпе хурса районта ятарлă комисси туса хунă, çуркуннехи тапхăрта туса ирттермелли ĕç планне çирĕплетнĕ.
Юр ирĕлсе шыв-шур сарăлнă вăхăтра мĕнле ĕçсем тумалла-ха; Чи малтанах юр шывĕ çырмасене тулса вĕсем ейĕве тухма пултарассине шута илмелле, кĕперсен, шыв урлă каçмалли хатĕрсен юсавлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслемелле. Плотинасемпе пĕвесем çинчен те манмалла мар – вĕсенчи шыва маларах юхтарса кăларма тăрăшмалла. Енчен те çынсене эвакуацилеме тивсен, ку ĕçсене йĕркелесе пыракансене палăртса-çирĕплетсе хумалла.
Шыв-шур вăхăтĕнче ачасене те куçран вĕçертмелле мар – вĕсем çырма-çатра таврашне çывăха ан пыччĕр. Шкулсенче çакăн пирки тĕплĕн ăнлантармалла. Тĕрлĕрен объектсен таврашĕнче маларах шыв çулĕсем туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунашкал шыв капланмасть.
Г.НИКОЛАЕВ,
райадминистрацин граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ.