21 марта 2011 г.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче Тавăт ял тăрăхĕнче 3 ача амăшĕ-героиньăсем пурăнатчĕç, Павлушкăнĕнче – Мария Ивановна Иванова, Тавăтра – Анастасия Сергеевна Тихонова, Шураçра – Анна Николаевна Комиссарова. Чылай вăхăт Тавăтри вăтам шкулта ĕçленĕ вăхăтра вĕсен ачисене те вĕрентрĕм.
Хамăр ялти Анна Комиссарова 1923 çулта çуралнă. 7 çул тултарсан ялти шкула кайнă. Ашшĕне тĕн çыннисемпе çыхăнса кайнă, «халăх тăшманĕ» тесе тĕрмене хупаççĕ. Унтан таврăнаймасть кил хуçи. Ашшĕсĕр юлнă çемье чухăнлăха лекет. Çавна май Анна малалла вĕренеймен.
«Комбайн» колхозра пур ĕçе те хутшăннă. Çу кунĕсем çитсен алăран сенĕкпе кĕрепле кайман. Аталанса вăй илсе пынă май, утă çулнă, авăн çапнă çĕре те хутшăнать. Вăрманта йывăç та касать Анна. Унтан вăкăрпа, лашапа вутă та турттарнă. Шураç çамрăкĕ Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводĕнче те вăй хурать. «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе наградăланă ăна.
40-мĕш çулсен вĕçĕнче ял каччипе Сергей Комиссаровпа çемье чăмăртаççĕ.
Çеруш пиччепе Анни аппа 12 ачана кун çути парнелеççĕ, анчах та иккĕшĕ пĕчĕк чухнех чирлесе пурнăçран уйрăлаççĕ. 6 хĕрпе 4 ывăла йывăр условисенче пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсен пÿрчĕ 50-мĕш çулсенче мунча пек кăначчĕ, 70-мĕш çулсенче пысăкрах çурт лартрĕç, 90-мĕш çулсенче кирпĕч çурт çĕклерĕç.
Комиссаровсен ачисем ĕçе юрататчĕç, аслă шкулсемпе техникумсенче пĕлĕве ÿстерчĕç. Аслă ывăлĕ Николай Сергеевич пĕр вăхăт Шупашкарти «Агропромстрой» обществăн генеральнăй директорĕнче ĕçлет, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ. Аслă хĕрĕ Лидия 70-мĕш çулсенче сăвăсем çыратчĕ, унăн хайлавĕсем «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче пичетленетчĕç. Пысăк çемьери йышра сывлăх ĕçченĕ, геолог, ытти професси çыннисем те пур.
Çеруш пичче 70 çула кайсан пурнăçран уйрăлчĕ. Анни аппан наградăсем нумай. Ăна «Ача амăшĕ-героиня» орденпа наградăлаççĕ, 50 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан, 2000-мĕш çулта, персональнăй пенсионер пулса тăчĕ.
Анна Комиссарова мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайсан тепĕр 10 çул пурăнчĕ, 77 çул тултарсан йывăр чире пула вилсе кайрĕ.
Вĕсен ачисем тĕнчипех тĕрлĕ вырăнсенче пурăнаççĕ. Пĕр хĕрĕ Израильте, тепри Белоруссинче ĕçлесе пурăнать, пурте çемьеллĕ. Мăнукĕсем – 19, мăнукĕсен ачисем – 12. Тăван килĕнче кĕçĕн ывăлĕн çемйи пурăнать. Вĕсен аслă ывăлĕ – студент, иккĕмĕшĕ шкулта вĕренет, пĕчĕк хĕрачи садике çÿрет.
В.ЕГОРОВ.