21 марта 2011 г.
Иртнĕ çулхи вăрăма кайнă типĕ те шăрăх çанталăк çĕр ĕçĕпе тăранса пурăнакан хресчен умне пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Вĕсенчен пĕри вăл килти хушма хуçалăхра тытакан выльăх-чĕрлĕх пуçне чакарни. Акă иртнĕ кĕркунне пирĕн ялта пурăнакан тăватă ватă апат сахал хатĕрленĕрен хăйсен ĕнисемпе яланлăхах сывпуллашрĕç. Икшер тытакансем пĕрер ĕнине сутрĕç. Пĕлтĕрхи çу уйăхĕн пуçламăшĕнче касăва 27 ĕне кăларчĕç, паянхи кун сакăр пуç пĕчĕкленчĕ. Выльăх апачĕ туянма укçа-тенкĕ çитменни те ура хурать. Иртнĕ кĕркунне Мартынкасси тăрăхне Киров облаçĕнчен машинăсемпе тÿкленĕ утă-улăм килсе сутрĕç. Халĕ Элĕк райпо правленийĕ ял çыннисене пулăшас тĕллевпе Рязань облаçĕнчен утă кÿрсе килсе сутассине йĕркелерĕ, пĕчĕкрех тюксене 3000 тенкĕпе, пысăкраххисене 5500 тенкĕпе параççĕ. Çул тăкакĕсене шутласан ку лайăх хак тесе шутлатăп. Райпо правленийĕ çак ĕçе йĕркеленине ырламалла çеç.
Сакайсене хунă çĕрулми вăрлăхĕ çеçкеленсе кайнине пула унăн шăтаслăхĕ иккĕлентерет. Çавна шута илсе-ши райпо правленийĕ лавккасенче ял çыннисем валли çĕрулми сутассине йĕркелерĕ. Пирĕн лавккара та 1 килограмне 34-35 тенкĕпе сутаççĕ. Ял çыннисем ăна хаваспах туянаççĕ. Çавнашкалах кунта çимелли çеç мар, тырă та, хывăх та туянма пулать. С.Васильева сутуçă пĕлтернĕ тăрăх, сысна çурисем тата чăх-чĕп те сутаççĕ, укçа-тенкĕ çитсе пыман çынсене кĕтмелле те туянтараççĕ. Ĕçсĕр пурăнакан ял çыннисене анчах мар, вĕсен выльăххисене те тăрантарса усрама майсем туса парать. Йывăрлăхран тухма пулăшса ырă ĕç тăвать. Çавăнпа та райпо правленине тав тумалла.
Эпĕ, ватă çын, апат çитменнипе колхозран машина ыйтса илсе, Мари Республикинчи Порецки районĕнчен утă туянса кÿрсе килнине лайăх астăватăп. Анчах та паянхи пурнăçра хуçалăхсем арканнăран машина никамран та ыйтса илеймĕн.
Халĕ çынсем пĕчĕк техника кирлине ăнланса илчĕç, мотоблоксем туянма пуçларĕç, вĕсен хисепĕ 8 çитрĕ. Пĕлтĕр типĕ те шăрăх çанталăка пула уйри 60 сотăй çинче курăк ÿсмерĕ. Çавăнпа та утта хĕл каçмалăх çителĕклĕ таранах хатĕрлеме май килмерĕ. Ирĕксĕрех пушă выртакан çĕрсемпе, çырма-çатрасенчен çулса пухса илмелле пулса тухрĕ.
Мартынкассисен акăнмасăр выртакан 300 гектар ытла çĕр пур. Унта çулленех курăк парка ÿсет. Хăшĕ-пĕрисем курăка çулса пухса илеççĕ. Теприсем выльăх апачĕ çитменнипе хăшкăлаççĕ. Эпĕ иртнĕ çулта виçĕ хуçалăха 15-шер çĕклем утă патăм. Çавсем уя тухса утă çулса пухса илме ÿркенеççĕ, çынсем хатĕрленине кăна шанса пурăнаççĕ. Утă хатĕрленĕ вăхăтра пирĕн уйсенчи курăка çулленех Муркашпа Красноармейски районĕсенче пурăнакансем куç хываççĕ. Вырăнти ял тăрăхĕ вара ялти çăлсене, пĕвесене, çулсене юсама укçа-тенкĕ çăлкуçне тупаймасăр хăшкăлать. Ман шутпа, çĕр çинчен калакан кодекспа килĕшÿллĕн вырăнти ял тăрăхĕсен çав пушă выртакан çĕрсенчен тупăш та илмелле.
Патшалăх енчен ĕне тытакан ял çыннисене выльăх апачĕ туянма пĕрер пин тенкĕ укçа парса пулăшма хутсем хатĕрлеттерчĕç, анчах та паянхи куна ăна ял çынни алла тытса курман-ха. Сĕтпе аш-какая ытла та йÿнĕ хакпах патшалăха сутатпăр. 2011 çулта кăрлачра – 15,3 тенкĕпе, нарăсра – 14 тенкĕпе, пуш уйăхĕнче 12 тенкĕпе панă. Кунне ĕне тăрантарса усрама 275 тенкĕлĕх апат каять. Ял çынни хăйĕн ĕнинчен вăтамран 15 килограмм сĕт суса илет пулсан, 10 килограма 12 тенкĕпе сутсан, çав вăхăтрах юлашки сĕтне килти хуçалăхра усă курма хăварсан та 180 тенкĕлĕх анчах тупăш илет. Хресчен вара 95 тенкĕлĕх тăкак тÿсет. Апла пулсан хресчен сутакан сĕтĕн хакне чакарма нимĕнле сăлтав та пулмалла мар пек. Çав вăхăтрах çÿлте влаçра ларакан пуçлăхсем сĕт хакне 14 тенкĕрен чакармалла мар тесе вĕçĕ-хĕррисĕр шавлаççĕ, анчах та усси пачах та курăнмасть. Çавнашкалах республикăра монополие хирĕç кĕрешекен комитет та туса хучĕç. Вĕсен ĕçне пачах та туймастпăр.
Эпир, ял çыннисем, килте туса илнĕ сĕтпе аш-какая патшалăха сутма тăрăшатпăр, анчах нимĕнле пулăшу та, нимĕнле хавхалантару та курман. Ăратлă выльăх туянма каялла тавăрса памалла мар субсидисемпе субвенсисем параççĕ. Хресченсемпе обществăлла выльăх тытакансем хушшинче мĕнле уйрăмлăхсем пур-ши; Ялта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнакан пур хресчен хуçалăхне те пĕр пек пулăшу памалла тесе шутлатăп.
В.АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ.