23 марта 2011 г.
Елизавета Федоровна Васильева Ярхуньушкăнь ялĕнче 1934 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Ытти тантăшсем пекех шкула çÿренĕ. Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Елчĕк шкулĕнче учительте ĕçленĕ. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ассистентра, аслă преподавательте тимленĕ, чăваш чĕлхин тата литературин кафедрин доценчĕ пулса тăнă. Вăл халĕ филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Лексикологипе морфологине тĕпчессипе сахал мар вăй хунă. Елизавета Васильева «Синонимсен словарĕ», «Чăваш чĕлхи: тĕрĕслев ĕçĕсен темисемпе методика кăтартăвĕсем» тата ытти кĕнекесен авторĕ.
Пирĕн ентеш «Чăваш Республикин вĕрентÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ.