23 марта 2011 г.
Элĕкри литературăпа краеведени музейĕнче «Пирĕн çунатлă туссем» курав уçăлчĕ. Ăна музей директорĕ О.Е.Алексеева уçрĕ.
Ку вăл – куçса çÿрекен курав, ăна Чăваш наци музейĕн фончĕсенчен йĕркеленĕ. Орнитологи коллекцине кайăксен 45 кÿлепи кĕрет. Ытларахăшĕ вĕсенчен – çерçи ушкăнĕнчен: кĕпшĕл, кукша, 2 йышши кăсăя, пилеш кайăкĕ, шăнкăрч, щур тата ыттисем. Кÿлепесем хушшинче çăткăн кайăксене те курма пулать: кăйкăр (беркут), хăлхаллă тăмана тата хурчка евĕрлĕ тăмана. Кăвакарчăн ушкăнĕнчи кайăксем йышлă. Вĕсем чăпар тĕслĕ, сăмсисемпе лапписем вăрăм, тата шывра ишме те пĕлеççĕ ку кайăксем.
Кайăксен кÿлеписĕр пуçне çак темăпах кĕнекесен куравне те йĕркеленĕ. Кунта – Хĕрлĕ кĕнеке, илемлĕ литература, тĕрлĕрен шкулсенче вĕренекенсем хатĕрленĕ альбомсем, иллюстрацисем, энциклопедисем.
Асăннă курав шкулта пухнă пĕлĕве тарăнрах çирĕплетме пулăшать. Музейри экспонатсемпе паллашма нумай тÿлемелле мар: ачасен билечĕ 20 тенкĕ тăрать, çитĕннисен – 30 тенкĕ.