23 марта 2011 г.
Элĕкри «Хĕлхем» физкультура комплексĕн спорт залĕ тирпейлĕ те илемлĕ. Хаваслă та çĕкленÿллĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Кунта инвалидсен пултарулăхĕн районти фестивалĕ пулать-мĕн. Сусăррисем кашни ял тăрăхĕнченех килсе çитрĕç. Чылайăшĕ хăйсем ăсталанă ал ĕç япалисене, тĕрĕ-эрешсем, теттесем илсе килнĕ. Вĕсенчен пурне те илĕртекен курав йĕркелерĕç.
Акă, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем пĕр рете йĕркеленсе тăраççĕ. Пухăннисене Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçи Г.Деомидов саламларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев инвалидсене, сусăррисене патшалăх енчен ку таранччен те пулăшсах пынине, вĕсене малашне те пысăк тимлĕх уйăрассине пĕлтерчĕ. Çак шухăшсенех район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева та палăртрĕ.
Концерта чăвашсурăмсем пуçларĕç. Районти инвалидсен организацийĕн ертÿçин çумĕ Вячеслав Михайлов балалайка каланă хаваслă та çĕкленÿллĕ кĕвĕ-çемĕпе юрласа-ташласа кăтартрĕç сурăмсем.
Питĕшкассисем чăваш юррисене хавхалануллă та ăста юрларĕç. Надежда Николаева коляскăпа çÿрет. Çапах та хăйне хевтесĕр тесе шутламасть вăл, районта иртекен мероприятисене яланах хутшăнать. Хальхинче те темиçе юрă юрласа пачĕ Надежда.
Районти фестивале хастар хутшăннăшăн Ураскилт ял тăрăхĕ, Чăваш Сурăмĕнчи Надежда Семенова, Вячеслав Михайлов, Тенири Екатерина Осипова, Ехремкассинчи, Тавăтри инвалидсен пултарулăх ушкăнĕсем, Питĕшкассинчи Надежда Николаева тата ыттисем дипломсене тивĕçрĕç.
Спорт ăмăртăвĕсенче те маттур пулчĕç инвалидсем: штанга йăтрĕç, дартс вăййине, шашка-шахматла вылярĕç. Кунта Василий Куртовский, Виталий Максимов, Владимир Пузырников, Владимир Прокопьев палăрчĕç.
Фестиваль уявне килнисене Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи юрă-ташă ăстисем тата ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем хаваслă концертпа савăнтарчĕç.
В.ПАВЛОВ.