АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çине тухрăн – хăвăртлăха ан ÿстер

23 марта 2011 г.

Каçхине е çĕрле пулнă аварисен шучĕ çулсеренех ÿсет. Кашни çулах кун пек инкексенче 1,2 миллион çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çĕрлехи аварисен шучĕ, кăнтăрлахипе танлаштарсан, 1,5-2 хут пысăкрах.

Сăлтавĕсенчен пĕри транспортăн чÿречисене виçерен ытла тĕттĕмлетни те пулма пултарать. Çул-йĕр правилисене пăхăнманни те тĕрлĕ авариллĕ лару-тăру патне илсе çитерет.

2011 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Чăваш Республикин территорийĕнче пурĕ 186 авари регистрациленĕ. Çак аварисенче 21 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, 252 çын сусăрланса аманнă. Пĕлтĕр, çак тапхăртипе танлаштарсан, çул çинчи аварисен тата унта аманнисен шучĕ пĕчĕкрех пулнă. Аварисем 10,7 процентпа танлашаççĕ, вилнисен шучĕ – 50 процент, аманнисен йышĕ – 13 процент.

Çавăнпа та çул çинче çÿрекенсен те, автотранспорт хуçисен те кĕске вăхăтлăха та асăрхануллăха çухатмалла мар, яваплăха ялан туймалла.

Çуркуннехи вăхăтра республикăра, çавăн пекех хамăр районта çул çинче инкексен шутне чакарас, ятарлă правилăсене пăхăнманнисене тĕрĕслес, асăрхаттарас тĕллевпе «Ксенон» ятлă оперативлă профилактика мероприятийĕ ирттерме палăртнă.

Автотранспорт шучĕ йышланса пынă май, йĕркене пăсакансен хисепĕ те пĕчĕкех мар. Патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăпа çÿрекенсем те, руль умне ÿсĕрле ларакансем те чылай. Инкек сăлтавĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Çавăнпа та водительсем каçхи вăхăтра хăвăртлăх режимне пăхăнманни пирки уйрăммăн каламалла. Çавна пулах çын пурнăçĕ татăлать. Водительпе пассажирсем хăрушсăрлăх ременĕпе çыхăнсан, ÿт-пÿне, кĕлеткене суранлатнă, амантнă тĕслĕхсем сахалрах пулатчĕç. Çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн, транспортра ларса пыракансен пурин те ременьпе çыхăнмалла.

Техника регламенчĕпе килĕшÿллĕн урапаллă транспорт хатĕрĕсен хуçисен нормативлă право акчĕсене пăхăнмалла. Енчен те вăл е ку правилăна пăхăнмасан çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ.

Г.КАЗЫКИН,

çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика