АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача чухнех сцена çинчен анман

23 марта 2011 г.

Тин кăна-ха Алина Ураскилт шкулне юлташĕсемпе пĕрле утатчĕ. Ытла та хăвăрт ÿссе шкул çулĕнчен тухрĕ вăл. Çĕрпÿри культура училищинче вĕренчĕ. Пултаракан çын пур енĕпе те ăста теççĕ. Анчах ăсталăх хăйне тĕллĕн ăнсăртран килсе çыпçăнмасть, вĕренмелле, пултарулăха ÿстермелле, ăна аталантармалла. Элĕкрен тин çеç алла диплом илнĕ хĕре Юманлăх клубне ĕçлеме янă.

– Шкулта вĕреннĕ чухнех шкулти тата клуб сценисем çинчен анман. Чи пирвайхи хут сцена çинче юрласа ташланине те питĕ лайăх астăватăп. Пит тăрăх тар юхрĕ, çурăм та йĕпенчĕ, – каласа пачĕ виçĕ ача амăшĕ.

Халĕ ĕнтĕ ăна Алина мар, Алина Геннадьевна тесе чĕнеççĕ. Вун пилĕк çул Юманлăхри культура çурчĕн ертÿçинче тимленĕ. Ачасемпе çеç мар, ялти халăх коллективĕпе те ĕçленĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.

Хĕрарăм тивĕçĕ – ача çуратасси. Алинăпа Николай Никандровсем виçĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Аслисем Элĕк шкулĕнче пĕлÿ илеççĕ. Алина пĕчĕк Евгенийпе килте ларать. Кил хуçи арçынĕ район центрĕнче газ участокĕнче сварщикра ĕçлет.

– Манăн мăшăр ăста каменщик, шофер, сварщик, – тет кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрĕпе мухтанса. – Николайăн аллисем чăннипех те ылтăн, пур ĕç патне те алă пырать.

Николай Владимирович мăшăрĕ пекех юрра-ташша маçтăр. Алина клубра ĕçленĕ вăхăтра ывăл ачипе декретлă отпускра пулнă чухне унăн тивĕçĕсене Николай пурнăçланă. Ял халăхне интереслĕ мероприятисемпе савăнтарнă.

Никандровсен ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă. Пĕчĕкренех сцена çинче юрлаççĕ, ташлаççĕ.

– Анне, шыв ăсса килмелле-и; Выльăхсем патĕнче пулăшмалла-и; Пĕчĕк Женьăна асăрхамалла-и; – çапла амăшĕнчен час-часах пырса ыйтаççĕ ывăлĕсем.

Ун пек чухне епле хирĕçлĕн-ха. Савăнать кăна амăшĕ.

Никандровсем çĕнĕ çурта 2005 çулта пурăнма куçнă. Кивелнĕ хуралтăсене çĕнетнĕ. Пÿрте тул енчен кирпĕчпе купаланă.

– Ĕçсене вĕçлеймен-ха, – терĕç мăшăрсем. – Тепĕр пÿлĕм хута ярасшăн.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика