АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕрентекен вырăнне экономист пулса тăнă

28 марта 2011 г.

Писĕп ялĕнчи Ефимовсем виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн ырми-канми ĕçленĕ. Кил хуçи арçынĕ вăрман ĕçĕн маçтăрĕнче, унăн мăшăрĕ сутуçăра тимленĕ. Ачисене те пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Ывăлĕсем çирĕп, ĕçчен пулнинче ашшĕн тивлечĕ пысăк вырăн йышăнать. Хĕр ачасен амăшĕ çумĕнче тăрмашнă пулсан, арçын ачасем ашшĕ çумĕнчен кайман.

Оля ачасенчен чи асли пулнă. Çавна май йăмăкĕпе пĕчĕк шăллĕсене асăрхаса тăрассине ăна шаннă. Ача чухне вăл вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ.

– Асли пулнă май, аттепе анне ĕçе тухса кайсан, килти ĕçсене эпĕ пурнăçлама тăрăшаттăм. Шкултан килсен аттепе анне ĕçрен таврăниччен апат пĕçереттĕм, – аса илет Ольга Шлябина ачалăх саманчĕсене.

Шкул вĕренсе пĕтерсен хĕр урăх çул суйласа илет. Вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕскер ял хуçалăх академине экономика факультетне ăс пухма каять. 2001 çулта экономист пулнине çирĕплетекен документа алла илсен тăван яла таврăнать. Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайĕнче ĕçе вырнаçать. Паянхи кун та унта тăрăшать Ольга Геннадьевна. Социаллă хÿтлĕх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ шутланать, çынсене субсиди парассипе тимлет виçĕ теçеткери хĕрарăм.

Мăшăрĕпе икĕ хĕре кун çути кăтартнă. Сергей Анатольевич газ участокĕнче нумай çул вăй хурать. Шлябинсем пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Кÿрентерсе усал сăмах калас йăла çук вĕсен. Ачисене те çынпа ырă кăмăллă, тарават пулма хăнăхтараççĕ. Шлябинсем çемйипех сканворд шутлама кăмăллаççĕ. Ольга Геннадьевна канмалли кунсенче вăхăтне ытларах тĕпел кукринче ирттерет. Юратнă мăшăрне, икĕ хĕрне тутлăран та тутлă апат пĕçерсе çитересси уншăн чун киленĕвĕ вырăнĕнчех. Тĕрлĕ хаçат-журналсенчи апат-çимĕç рецепчĕсемпе те усă курать кил хуçи хĕрарăмĕ. Шкулта вĕренекен Валерия та амăшĕн ăсталăхне туптать.

– Ачасем, мăшăр юнашар пулни хавхалантарать мана. Сергей йывăр вăхăтра яланах кирлĕ сĕнÿсем пама пултарать. Савăнăç – çемьере, – тет Ольга Геннадьевна.

Пĕр-пĕрне ăнланса пурăннине, паллах, нимĕн те çитмест. Çакна тĕпе хурса, хисеплесе пурăнаççĕ Ольга Геннадьевнăпа Сергей Анатольевич Шлябинсем.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика