АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезран ялан сыхланăр

28 марта 2011 г.

2010 çулта районта туберкулезпа чирлесси, 2009 çулхипе танлаштарсан, 1,5 хут ÿснĕ. 2010 çулта туберкулезăн ерекен формипе чирлекен 17 çынна тупса палăртнă, 2009 çулта вара çавăн евĕр чирлисем 11-ĕн пулнă.

Туберкулез чирĕ сывă çынна чирлĕ çын манки, вăл усă куракан савăт-сапа тата унăн кĕпи-йĕмĕ урлă ерме пултарать.

Туберкулезпа чирлесрен сыхланас тесен чи малтанах кашни кунах чирлĕ çыннăн сурчăкне, савăт-сапине, вăл усă курнă япаласене дезинфекцилемелле. Чирлĕ çынна валли уйрăм пÿлĕм, е унăн пайне ширма лартса уйăрса памалла. Унăн уйрăм вырăн тавраш, çиелти çи-пуçа çакмалли вешалка, ал шăлли тата кĕпе-йĕм пулмалла. Çемçе сĕтел-пукана çивиттипе витмелле.

Сурчăк пуçтармалли савăта 2 процентлă апат содин ирĕлчĕкĕнче (1 л шыва 1 апат кашăкĕ сода ямалла) 15 минут хушши вĕретмелле е 2,5 процентлă сульфахлорантин ирĕлчĕкĕнче 6 сехет хушши тытмалла. Кайран вара сурчăк пуçтармалли савăта ахаль чухнехи пекех çумалла. Апат çинĕ хыççăнхи чашăк-тирĕке юлнă апатран тасатмалла.

Чирлĕ çыннăн вырăн хатĕрĕсене (утиялне, минтерне, матрасне) уçă сывлăша илсе тухса уçăлтармалла, вĕри утюгпа якатмалла.

Кашни çулах мартăн 20-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 20-мĕшĕччен «Шурă ромашка» ятпа туберкулеза хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх иртет. Çак уйăхлăхра пирĕн районта та туберкулеза хирĕç кĕрешмелли мероприятисем пулаççĕ.

Е.ИВАНОВА,

Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн филиалĕн Элĕкри уйрăмĕн эпидемиолог-

врача пулăшаканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика