АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Авлансан арçын тарçăна куçать, майĕпен ĕçкĕçе çаврăнать

28 марта 2011 г.

Халĕ пурнăç лайăх темелле: фуфайкăпа, çăпатапа çÿреместпĕр, ĕçмелли-çимелли те пур. Вăрçă хыççăнхи йывăр вăхăтсем иртсен пурнăç лайăхланма пуçларĕ. Ун чухне халăх 70 процент таранах ялта пурăннă. Савăк пурнăçшăн хĕпĕртесе сăра-эрех шурлăхне путрĕç ентешсем.

Ас тăватăп-ха, ялсенче тăвансем пуçтарăнса пĕрер эрне ĕçкĕ ĕçетчĕç. Ăна ирттерме 100-120 четвĕрт (300-360 литр) сăмакун юхтаратчĕç, вăрçа-вăрçа стаканпа ĕçтеретчĕç. Ĕçмесен хаяр шĕвеке хĕве янисем те пулнă. Çак йăла 4-5 çул тăсăлчĕ, каярахпа черкке çине куçрĕç. Çамрăксем те кĕркунне колхоз ĕçкинче çапла хăналанатчĕç. Кашни бригадăн хăйĕн уявччĕ. Çынран юлас мар тесе эпĕ те пĕррехинче хутшăннăччĕ унта. Аслисем ĕçсе ÿсĕрĕлнине курсан тепĕр кун каймарăм. Юлташсем вара 3-4 кун ĕçрĕç. Çак киревсĕр йăлана ача-пăча курса, вĕренсе ÿсрĕ. Çав вăхăтра эрех-сăрапа шăварăнса çитĕннĕ ăру хавшарĕ, имшер те чирлĕ ача-пăча ытларах çуралма тытăнчĕ. Киревсĕр йăла паянхи кунччен йăхран йăха юнпа куçать. Сывă пурнăç йĕрки çинчен юлашки çулсенче нумай çырма, калаçма пуçларĕç. Чăн та, ырă улшăнусем пулчĕç, анчах кун-çул тĕпрен улшăнмарĕ. Ĕçкĕ-çикĕ ыйтăвĕ халĕ те çивĕч. Ман шутпа, сывлăха çирĕплетмелли майсенчен чи усăлли – спортпа туслашни. Анчах та çакнашкал хастарсен шучĕ çав тери пĕчĕк.

Паллах, ача-пăча та ашшĕ-амăшне курса çитĕнет. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, çын сывлăхĕ 50 процент таран хăйĕн кун-çулне епле йĕркеленинчен килет. Вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ е çакăнтах пытаннă-тăр. Тепĕр çивĕч ыйтăва та хускатасшăн эпĕ. Чылай çĕршывра хĕрарăмпа арçын ĕмĕрĕн уйрăмлăхĕ – 5-6 çул. Пирĕн вара вăл 14-15 çулпа танлашать. Сăра-эрех ĕçни, пирус туртни пирки чарăнса тăмăпăр. Çак киревсĕр йăлапа халĕ хĕрарăмсем те туслашрĕç. Тĕп сăлтавĕ кунта, ман шутпа, культура шайĕ пĕчĕк пулнинче. Эпир йĕркеллĕ ĕçлесе тивĕçлĕ канма вĕренсе çитеймен. Çемьере те, çын хушшинче те хамăра çÿллĕ шайра тытма пĕлместпĕр.

Чăваш çемйинче арçынна хисеплеменни палăрать. Тĕрĕссипе, пĕрлешсенех мăшăрсен хушшинче çемьери влаçшăн вăрттăн çапăçу пуçланать. Ашшĕ-амăшĕ те çамрăксене хĕтĕртсех тăрать. Хальхи вăхăтра ытларах чухне хĕрарăм çĕнтерет, каярахпа вăл упăшкине хĕсĕрлесе пурăнма тытăнать. Кĕскен каласан, арçынна ним вырăнне хумасăр кил хуçи шутĕнчен кăларса пăрахать. Çапла вара арçын тарçă вырăнĕнче юлать, çемйи умĕнчи яваплăхне çухатать, май килнĕ таран чун-чĕрине сăра-эрехпе йăпатма тытăнать, майĕпен ĕçкĕçе çаврăнать. Укçа-тенкĕ енĕпе çыхăннă кил-çуртри ĕçсене хĕрарăм йĕркелесе пынă май мĕн пур яваплăха хăй çине тиет. Анчах лавне пĕччен туртма вăй çитереймест. Çакăн пек хĕрарăмсен мăшăрĕсем ĕçке ярăнаççĕ. Вĕсене лавккана кайма 200 тенкĕ те шанса памаççĕ арăмĕсем.

Хăш-пĕр çемьери ачасем урамри воспитанипе çитĕнеççĕ. Чылайăшĕн ывăлĕ ашшĕ çулне суйласа илет. Хам ĕмĕрте эпĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулса курнă, тĕрлĕ халăхпа хутшăннă, вĕсен кун-çулне сăнанă. Çавна май арçынна хисеплеменни чăваш халăхĕнче ытларах палăрать. Çавăнпах сахал пурăнаççĕ вĕсем. Паллах, йĕркеллĕ, ырă-сывă пурăнакан арсем те сахал мар пирĕн.

Н.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика