28 марта 2011 г.
Çул çинче кашнин тимлĕ пулмаллине нумай чухне манатпăр пулмалла. Çавна пулах аварисем те час-часах пулаççĕ. Айăпне вара çуран çÿрекенсем çинче ытларах шыратпăр.
Кăçал икĕ уйăхра республикăри çулсем çинче пулса иртнĕ инкексен хисепне 186 регистрациленĕ. Вĕсенчен 104-шĕ (55,9 процент) – çуран çÿрекенсем çине кĕрсе кайни шутланать. Шел пулин те, çул çинчи чылай авари çуран çÿрекенсен айăпĕпе, вĕсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнишĕн пулса тухать. Çавăнпа та çул çинче пулса иртекен аварисен сăлтавне палăртас тĕллевпе пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Çуран çÿрекенĕн çул урлă каçмалли вырăн» рейд иртрĕ.
Çул çинче асăрхануллă пулмаллине манас марччĕ.
Г.КАЗЫКИН,
çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн пропаганда енĕпе ĕçлекен инспекторĕ.