30 марта 2011 г.
Ачасемпе çамрăксен кĕнеке эрни пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен иртрĕ. Çавна май районти ача-пăча библиотекинче тĕрлĕ мероприятисем пулчĕç.
Г.Белгалие çыравçăпа Элĕк шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем тĕл пулу ирттерчĕç. Г.Белгалие – тĕрлĕ енлĕ çыравçă. Вăл ачасем валли сăвăсем, юмахсем, калавсем, юптарусем çырать. Ача-пăча библиотекин ертÿçи Г.Н.Миронова ачасене кĕнекепе туслă пулма, ăна юратма сĕнчĕ.
Çыравçă хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Сăввисемпе калав сыпăкĕсене вуласа пачĕ. Çавăн пекех «Анне çинчен» ятлă юррине юрларĕ. Çыравçă çĕнĕ кĕнекипе те паллаштарчĕ. Унти интереслĕ сыпăксене вуларĕ. «Сила Тава» кĕнекере туслăх çинчен, ырă яланах усала çĕнтерни çинчен хайлавсем пичетленнĕ.
С.ПОТАПОВА.