30 марта 2011 г.
Качалав ялĕнче пурăнакансем çур кунĕсем çитнĕ май, ейÿ тапхăрне ăнăçлă ирттересси пирки калаçрĕç. «Çак кунсенчех канавсем уçар, пĕвесене сыхласа хăварар», – пĕр шухăшлăн пулчĕç вĕсем. Урамсене тирпей-илем кÿресси пирки конкретлă ĕçсем палăртрĕç.
Качалавсене хуçасăр чупса çÿрекен йытăсем те тарăхтараççĕ. Пушар тухас хăрушлăх та пур, çавăнпа каçхи хурал йĕркелемеллине асăнчĕç.
Д.Шакаров участковăй иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕлсем çинче чарăнса тăчĕ.
Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Г.Григорьева ял çыннисене паракан çăмăллăхсем çинчен калаçрĕ.
Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов качалавсене интереслентерекен чылай ыйтусем çине хуравларĕ.
З.АБАННИКОВА.